 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Нарӑсӑн 5–6-мӗшӗнче Минскра, пӗтӗм тӗнчери 27-мӗш Минскри кӗнеке ярмӑркки вӑхӑтӗнче тӗнче шайӗнчи «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт: литература — культура диалогӗн пӗр пайӗ» литераторсен симпозиумӗ иртнӗ. Беларуҫ республикин информаци министерстви йыхравӗпе унта виҫҫӗмӗш хут — юлашки ҫулсенче беларуҫ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарас енӗпе хастар ӗҫлекен чӑваш Халӑх поэчӗ Валери Туркай — хутшӑннӑ. Сӑмахран, 2018 ҫулта вӑл тӑрӑшнипе Шупашкарта «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!..» поэзи антологийӗ пичетленсе тухнӑччӗ.
Хальхинче Валери Туркая Минскра ырӑ тӗрӗнтермӗш кӗтсе тӑнӑ. Ӗҫ акӑ мӗнре: «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиум ӗҫленӗ вӑхӑтра Минскра, «Я.Колас ячӗллӗ полиграфкомбинат» издательствӑра, беларуҫ чӗлхипе унӑн «Вершы простые мае…» (Ман ансат сӑввӑмсем…) поэзи пуххи кун ҫути курнӑ. Чӑваш поэтӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисен куҫаруҫи пулса хӑйӗн пултарулӑхне Беларуҫри чи паллӑ сӑвӑҫисенчен пӗри, Беларуҫ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Микола Мятлицкий кӑтартнӑ.
Кӗнеке умсӑмахне Беларуҫ Республикин информаци министрӗ А.Н.Карлюкевич ҫырнӑ.





| Тихонов // 2501.32.8041 2020.02.10 15:25 | |
| Саванмалла  !   Мухтанмалла !    Чаваш   тенчере     юлман    кая--Беларусра     вулассе     Туркая.   Саванас    пулать    тайла--тайла .   тен  .   Туркая    кусарес   китайла ! | |
| Agabazar // 1671.35.2372 2020.02.10 17:51 | |
|  | Валеры Тургая белорусла пичетлесе кăларни, паллах, çав хайлавсне чăвашла вулама чăрмантармасть. | 
