Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри виҫӗ пульницӑна урӑх ертӳҫӗсем ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерстви паян хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, йышӑнупа сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче паллаштарнӑ.
Республикӑн сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрне тӗп тухтӑр пулса Вениамин Родионов ертсе пырӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп врачне Алексей Демакова ҫирӗплетнӗ, Республикӑн клиника онкологи диспансерӗн тӗп врачӗ пулма Игорь Долгова шаннӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Владимир Степанов министр ҫӗнӗ ертӳҫӗсене ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.
Agabazar // 9552.2.6466
2020.04.29 08:44 | |
Пульницца теççĕ. | |
Евгений Мадуров // 1043.96.0353
2020.04.30 12:30 | |
Акапасар, тĕп чăвашлах çырас тесен *пульнитса* пулса тухать пуль. Мăн асаттесен чĕлхинче *Ц* сасă пулман. | |
