Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Мӗн пур ыррине, сапӑррине шӑпӑрлан пӗчӗклех ӑша хывать. «Ҫамрӑкла вӗренни — чул ҫинче, ватлӑхра — шыв ҫинче», — тесе ахальтен асӑрхаттарман ваттисем. Ку ӗҫре ашшӗ-амӑшне ҫепӗҫ юрӑсемпе хаваслӑ такмаксем, асамлӑ юмахсемпе ытарлӑ халапсем питӗ пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Сӑмсаран шаккаса вӗрентни, ятлани вуҫех те ҫук вӗсенче. Анчах кӑткӑс лару-тӑруран мӗнле тухмаллине, хӑйне еплерех тытмаллине хӑех ӑнкарса илет ача. Пӗтӗмлетӗвне те хӑй тӗллӗнех тӑвать.
Елен Нарпи (Е.П. Чекушкина — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин доценчӗ) «Салтак тӳмипе Тал пиҫен» ҫӗнӗ кӗнеки те (тиражӗ — 1500 экземпляр) хӗр пӗрчисемпе арҫын ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулассинче пӗртте иккӗленместпӗр. Чӑваш кӗнеке издательствинчен шӑпах Ҫӗнӗ ҫул умӗн пичетленсе тухнӑскерне чӑн-чӑн уяв парни темелле. Кӑларӑма тӑватӑ юмах кӗнӗ: «Хурӑнпа йыт пырши», «Ылтӑн тулӑ пӗрчи», «Салтак тӳмипе — Тал пиҫен», «Пакӑлти чакак». Кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли тесе палӑртнӑ пулин те, кӗнеке ҫитӗннисемшӗн те усӑллӑ пулмалла. Мӗншӗн тесен юмахсенче пытарӑннӑ вӑрттӑн шухӑша вӗсен чӗрисене те вырнаҫтармалла.
