Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ҫу уйӑхӗнче 37 пин мӑшӑр турӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.06.2020 14:16 | 1043 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Акӑ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫу уйӑхӗнчи ӗҫне те хак пама вӑхӑт ҫитрӗ. Пысӑках ҫитӗнӳсем тума май килмерӗ пулин те иртнӗ уйӑхри кӑтартуран иртме май килчӗ-килчех. Иртнӗ уйӑхра пирӗн лаборатори пурӗ 37 014 ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлеме пултарчӗ.

Тен, ку кӑтарту пысӑкрах та пулӗ пулӗччӗ, анчах та кӑшӑлвирус ӗҫлеме чӑрмантарни ҫав-ҫавах пирӗн ӗҫре те палӑрчӗ. Ҫавах та, наци вулавӑшӗ ӗҫлеменнине пула кӗнекесем тупма йывӑрланчӗ пулин те эпир вӗсене тупкаларӑмӑр — ҫапла май кӑтартусем те пӗчӗкех пулмарӗҫ.

Кӑшӑлвируса пула каннӑ вӑхӑтра пирӗн алла ытларах енӗпе Аркадий Гайдарпа Иван Тургенев хайлавӗсем лекрӗҫ. Аркадий Петрович хӑйӗн повеҫӗсене сыпӑксем ҫине пайлама юратманни пирӗн ӗҫе кӑшт йывӑрлатрӗ ҫав: калӑпӑшлӑ хайлавсене мӑшӑрлама ҫӑмӑлах мар. Ҫавах та ку ӗҫе эпир турӑмӑрах — «Параппанҫӑ кун-ҫулӗ», «Тимурпа унӑн команди» паянхи куна илсен мӑшӑрланнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Вӑрҫӑ секречӗ» мӑшӑрланать (унта 3 пин ытла пуплевӗш).

Наци вулавӑшӗ майӗпен ӗҫлеме пуҫланине кура эпир те ҫӗнӗ кӗнекесемпе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Пирӗн умра халь Николай Островскийӗн «Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ» тата «Тӑвӑлпа ҫуралнисем» хайлавӗсем, Иван Тургеневӑн «Умӗн» тата «Ҫурхи шывсем» кӗнекисем выртаҫҫӗ. Ҫӑвӑн пекех Рувим Фраерманӑн «Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен» хайлавӗпе Марк Твенӑн «Геккельберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекисем сканерласа мӑшӑрланасса кӗтеҫҫӗ.

Яланхилле иртнӗ уйӑхри кӑтартусене илсе танлаштарса пӑхар. Пирӗн корпусра халь 1 786 текст (+129 [йыш ӳсни пӗчӗк калавсене нумай кӗртнипе ҫыхӑннӑ]), 471 725 пуплевӗш (+42 262), 5 103 626 сӑмах (+417 803).

#сайтсем, #статистика, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем