Республикӑра
![]() omskgazzeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри строительсене «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ят пама йышӑннӑ. Списокра — 16 ҫын. Вӗсен хушшинче предприяти ертӳҫисемпе инженерсем те, малярпа штукатур та пур. Акӑ, Шупашкарти 28-мӗш строительство управленийӗнче тӑрӑшакан Светлана Шагаева маляр, Шупашкарти 44-мӗш строительство управленийӗнчи Юрий Пашков каменщик, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш стройтрестӑн 8-мӗш управленийӗнче ӗҫлекен Елена Никитина штукатур, Шупашкрати «Промвентиляци» предприятири санитарипе техника тытӑмӗсен тата оборудованисен монтажникӗ Анатолий Васильев, асӑннӑ предприятири Александр Ефимов механик; унсӑр пуҫне предприятисен тӗп инженерӗсем, ертӳҫисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |