Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрмар районӗнчи Ямпай ялӗнчи клуб пилӗк ҫул каяллах япӑхнӑ. Никӗс, стенасем ҫурӑлса пӗтнӗ, ҫивитти шӑтнӑ, чӳречесемпе алӑксем ҫӗрӗшнӗ. Ялти хӑш-пӗр хастар пӗрех клуб пирки ӗмӗтленет, ӑна юсамалла, уҫмалла, ӗҫлеттермелле тесе шухӑшлать. Ялти пӗр хӗрарӑм Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева ҫӑхавланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Андрей Васильев ҫӗнӗ клуб туса пама шантарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ культура учрежденине юсама тытӑннӑ. Ҫивиттине юсасшӑн, чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ытти хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫласшӑн. Анчах укҫа ҫукки пӗтерет. 2,45 миллион тенкӗ кирлӗ. Паян ялта Олег Николаев пулнӑ. Вӑл Строительство министерствине ыйтӑва тишкерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |