Персона
![]() Питӗр хулинчи Чӑваш тӗррин тата ремеслисен центрӗ Евгения Жачева ячӗпе хисепленӗ. Ҫакӑн пек йышӑннӑ Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ хӑйӗн анлӑ ларӑвӗнче. Мероприятие Валериан Гаврилов ертсе пынӑ. Ларура Чӑваш тӗррин тата ремеслисен центрне уҫма йышӑннӑ. Ку шухӑша темиҫе ҫын: А.Н. Бахматов, В.А. Гаврилов тата А.Т. Челнокова — сӗннӗ. Питӗрти Чӑваш тӗррин кружокӗ юлашки ҫулсенче хӗрӳ ӗҫлеме тытӑннӑ, вӑл куравсем те йӗркелет. Экспонатсен пысӑк коллекцине Евгения Жачева ӑста парнеленӗ. Ҫурла уйӑхӗнче Питӗр хулинчи йӑхташӑмӑрсен делегацийӗпе тӗл пулнӑ чух Евгения Николаевна унта чӑваш тӗррин ялан ӗҫлекен кружокне йӗркелеме сӗннӗ. Вырӑнтисем хаваспах килӗшнӗ. Центрта тӑватӑ ӑста тӑрӑшӗ: Анастасия Бахматова (шӑрҫаран эрешлессипе), Алевтина Челнокова (ҫыхассипе), Нина Павлова (пиҫиххисем ӑсталассипе), Наталья Михайлова (тӗрлессипе). Центрӑн ҫумпредседателӗ пулма Анастасия Бахматововӑна тата Наталья Михайловӑна шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |