Персона
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 1969 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама вӑл 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче кӳлӗнчӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе Элтепер пулса тӑрӑшать. Олег Николаев Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнче 8 класс вӗренсен Шупашкарти строительство техникумне вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ те, спортпа та туслӑ пуьнӑ вӑл, ӗҫлеме те вӑхӑт тупнӑ. Кайран И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче вӗренсе тухнӑ. Яланах талпӑнулӑхпа, мал ӗмӗтлӗхпе, ӗҫченлӗхпе уйрӑлса тӑнӑ. Халӗ Олег Николаев — Чӑваш Енре тата Раҫҫейре аван пӗлекен политик. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |