Пӑтӑрмахсем
![]() gladdenprivateisland.com сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Канаш хулинче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм шар курнӑ. Шел те, пӑтӑрмах вилӗмпе вӗҫленнӗ. Асӑннӑ хулари Ленин урамӗнчи 52-мӗш ҫуртри хваттерте пурӑнакан 81 ҫулти хӗрарӑм, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, каҫхи 22 сехет тӗлӗнче апат хатӗрлеме тӑнӑ. Ҫавӑн чухне унӑн ҫипуҫӗ хыпса илнӗ. Тумтир ҫунма пуҫласан хӗрарӑм те ҫӗтсе кайнӑ, анчах вӑл пиҫсе кайнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 82 хутчен тухнӑ. Вут-ҫулӑм 2 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Инкекре 17 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |