Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫурҫӗр енчисем кӑнтӑртисене ҫитеймеҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 09.05.2013 18:01 | 1486 хут пӑхнӑ

Ытти хӑш-пӗр ҫул ҫанталӑк ака уйӑхӗн ҫуррисене ҫитнӗ-ҫитмен ӑшӑтса яраканччӗ. Кӑҫалхи ҫур аплах васкамарӗ. Ҫапах та ҫакӑ хресчен те йӑраланнине пӗлтермест. Чӑван Енӗн ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи лару-тӑрӑва иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртипе танлаштарса тишкерсен ҫуртрисене кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах акма ӗлкӗрни палӑрать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хальлӗхе 107 пин гектара ҫӗннӗ. Процент ҫине куҫарсан, ку вӑл 52% тенине пӗлтерет.

Кӑнтӑр енчи районсенче ҫӗр те маларах пулса ҫитнине кура ака-сухана маларах тухаҫҫӗ. Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк тӑрӑхӗсенче, акӑ, ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ — асӑннӑ енчи хресченсем палӑртнинчен 82 процент ытларах акма ӗлкӗрнӗ. Ку енпе ҫурринчен иртнӗ Элӗк, Канаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай районӗсенче те хирти ӗҫ-хӗл япӑх мар хӑвӑртлӑхпа пырать тесе палӑртать ЧР ял хуҫалӑх министерстви. Маларах палӑртнӑ самант чӑнлӑхне ҫурҫӗр енчи районсенчи лару-тӑру тепӗр хут ӗнентерсе парать. Ака вӑрахӑн пыракансен списокне Ҫӗмӗрле районӗ вӗҫлет.

Ҫуртрисене акнипе пӗрлех ҫӗрулмипе пахча-ҫимӗҫ лартакансем те пур.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #Вӑрмар районӗ, #Пӑрачкав районӗ, #Канаш районӗ, #Элӗк районӗ, #Елчӗк районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Комсомольски районӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #ҫураки, #Тӑвай районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем