Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Окоп чавнисене халалласа спектакль лартӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.03.2021 00:47 | 1031 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӑҫалхи пӗрремӗш премьерӑна хатӗрленеҫҫӗ.

«Инкеклӗ телей» спектакле Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсценировкипе лартӗҫ. Ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисен ӗҫне халалланӑ.

Спектакль режиссерӗ тата художник-постановщикӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Ҫӗнӗ ӗҫе ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче куракан патне ҫитерӗҫ. Валерий Яковлев каланӑ тӑрӑх, «Инкеклӗ телей» спектакль пирӗн ҫӗршывӑн тата республикӑн историйӗнчи ҫӗнӗ страницӑсене уҫса парӗ. Окоп чавнӑ хӗрарӑмсемпе ачасем чирленӗ, шӑнса пӑсӑлнипе, выҫлӑхпа нушаланнӑ, леш тӗнчене ӑсанакансем те пулнӑ.

#культура, #спектакльсем, #астӑвӑм, #театрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2910.8.5085
2021.03.01 17:35
Agabazar
Николай Терентьевăн «Куккук çаплах авăтать» драми пур. Тупса вуласа тухăр.
Микула // 3051.65.2825
2021.03.03 21:35
Ҫӗнӗ страницине уҫса парасси иккеленӳллӗ. Мӗн ҫӗнни ? Яланах ҫавӑн пек пулнӑ,пӗтӗм асапӗ халӑх ҫинче. Паянхи пекех тесшӗн ,е урӑхларах, паян та тӑшмансем, нушалансан та чӑтмаллах тесшӗн ? Кӳршӗсем кун пирки пачах асӑнманни тата тӗлӗнтерет.Пирӗн анчах окопсене чавман вет. Фронтран пиншер ҫухрӑмра окопсене чавтарассине тата мӗнле хакламалла ? Кавказ халӑхсене "депортаци" туни пирки те илтнех пулӗ ? Тен фронт ҫывӑхрах пулнӑ пулсан кунти халӑхсене те ҫав шӑпа ҫитме пултарнӑ ? Ӗҫне халалланинчен ытларах халӑхне пропоганда мар укҫи кирли ҫинчен тульк манса ан кайӑр. Урамра 45 ҫул мар,унтанпа чылай вӑхӑт иртнӗ. Паянхи пурнӑҫпа пурӑнмалла .

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем