Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫуркуннехи экологи мероприятийӗсене акан 1-мӗшпе ҫӑвӑн 11-мӗшччен 145,4 пин ҫын хутшӑннӑ иккен. Паркпа сквер, йывӑҫ-курӑклӑ вырӑна, юханшыв ҫыранӗсене, тӗрлӗ ҫурт-йӗр таврашӗсене ҫӳп-ҫапран тасатас тӗлешпе шӑматкунлӑхсене хутшӑнса вӗсем хулана самай илем кӗртнӗ.
Унсӑр пуҫне кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте ӳсекен 706 йывӑҫа каснӑ, 3 647 йывӑҫ, 7 510 тӗмӗ лартнӑ пулнӑ.
Ҫу кунӗсенче 49 ҫуп-ҫаплӑ лаптӑка тасатнӑ, 9 711 куб метр каяш, 1 805 тонна ЙХК пуҫтарса тирпейленӗ.
Ҫуркуннехи экологи шӑматкунлӑхӗсен ӗҫне тишкернӗ май вӑл тухӑҫлӑ та усӑллӑ пулнине пӗтӗмлетме май пур. Ҫуллахи кунсем хӑйӗн тасалӑхӗпе, илӗмлӗхӗпе тата симӗс капӑрлӑхӗпе савӑнтарни вара — ним иккеленӳсӗр каласан — чуна самай хавас кӳрет.
