Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Тутаркасси шкулӗн директорне ӗҫрен кӑларнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.10.2021 18:51 | 1182 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенче Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи шкул директорне ӗҫрен хӑтарни ҫинчен калакан хыпарсем пичетленнӗ. «Ҫыхӑнура» форум «ӑнӑҫлӑ» вӗрентӳ хыҫҫӑнхи шӑв-шав хыҫҫӑн директора ӗҫрен кӑларса яман-ши тесе пуҫ ватать.

Нумаях пулмасть шкулта тренировка иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫулланнӑ хӗрарӑм-вахтёр шкула «пырса кӗнӗ» хӗҫпӑшаллӑ ҫынна пусса ӳкернине шкул сайтӗнче тата соцсетьсенче каласа кӑтартнӑ, кайран вӑл хыпарсене хуратнӑ. Анчах информаци шырав ҫӑлкуҫӗсен кэшӗнче упранса юлнӑ.

Маларах эпир асӑннӑ форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутаркассинчи шкул директорне ӗҫрен кӑларса яни пирки хыпара уҫӑмлатма май килмен, мӗншӗн тесен вӗренӳ учрежденийӗнче каникул пырать. Телефона вахтер ҫеҫ тытнӑ.

Шупашкар районӗнчи вӗренӳ управленийӗнче «Ҫыхӑнура» форума йышӑнӑва ҫырӑнма е ыйту хуравне 30 кун кӗтме сӗннӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче каярах хуравлама шантарнӑ-мӗн те телефона тек тытман.

#Вӗренӳ министерстви, #шкулсем, #тӳре-шара, #вӗренӳ, #Шупашкар районӗ, #Тутаркасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ют // 1303.25.4957
2021.11.01 14:51
Мӗн пирки шутлан, мӗн кӗтен ҫавви пулать. Ман шутпа ыр шухӑшпа пурӑнса ачисене ыррине вӗрентмелле, пример кӑтартмалла. Кунта тӗслӗх шкул ачи валли пек туйӑнать

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем