Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тайгара вырнаҫнӑ Казанка ялӗнчи чӑвашсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.11.2021 21:01 | 1245 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Раҫҫейре халӑх ҫыравӗ пырать. Хула ҫыннисем, тен, кун пек хӑнасене хапӑл мар. Анчах Красноярск крайӗнчи Казанка ялӗнче пурӑнакансем вӗсене кӗтсе илме хавас. Ял аякра вырнаҫнӑ, унта 249 ҫын пурӑнать, вӗсен 98 проценчӗ – чӑвашсем.

Ял-хуларан аякра вырнаҫнӑ Казанкӑра халӑх шучӗ чакнӑ тетӗр-и? Ҫук. 2010 ҫулта унта 240 ҫын пурӑннӑ. Кӑҫал 9 ҫын ытларах. Унта ҫынсем ял хуҫалӑхӗ тытаҫҫӗ, ачасем ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Халӑха ялта юлма мӗн хистет-ха? Унта ҫитме ансат мар: Галанино сали таран машинӑпа темиҫе сехет каймалла, унтан паромпа Енисей урлӑ каҫмалла та 50 ҫухрӑм парӑнтармалла. Тавралла – тайга. Красноярскран ҫитме 5 сехет кирлӗ.

Ҫырав ирттерекенсене унти чӑвашсем наци тумне тӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унта тӗнче тетелӗ ҫукпа пӗрех. Ҫапах стационар телефонсем, спутник антеннӑсем пур. Ҫынсем унта ҫыхӑнусӑр пурӑнаҫҫӗ темелле, кунӗ-ҫӗрӗн телефонра чакаланмаҫҫӗ. Автобус вара тӑтӑшах ҫӳрет.

Казанка ҫыннисем культура ҫуртӗнче пӗчӗк музей йӗркеленӗ, унта йӑх несӗлтен юлнӑ япаласене пухнӑ. Ҫынсем чӑвашлах калаҫаҫҫӗ, наци уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ, юрра-ташша манмаҫҫӗ. Шкулта ҫулталӑкне пӗрре чӑваш эрнине ирттереҫҫӗ. Ялта клубсӑр пуҫне 9 класлӑ шкул, ФАП пур. Кӳршӗри Александровкӑра – ҫул-йӗр служби тата ял канашӗ. Ҫавӑнта ҫеҫ ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем пур. Ҫавӑнпа ҫынсем кил хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ, ытларах килте туса илнӗ аш-какайпа, сӗт юр-варӗпе пурӑнаҫҫӗ.

Пирӗнтен инҫетри Красноярск крайӗнче, тайгара, чӑвашсем чӑвашла калаҫнине итлеме питех те кӑмӑллӑ. Пирӗншӗн вӗсем тӗслӗх пекех…

#ҫырав, #Красноярск енӗ, #Раҫҫейре, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://newslab.ru/article/1065652
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2202.74.5130
2021.11.03 14:29
Agabazar
Ку ялта 1950-мĕш çулсем вĕçлениччен шкулта чăвашла вĕрентнĕ.
Кукша // 3407.63.3123
2021.11.03 15:09
Хусанккасем, ан аптрёр!
Вулакан // 2504.9.4930
2021.11.03 19:52
Удаленный ӗҫлеҫҫӗ нумай ҫӗпӗрсем. Часах курма пулать таҫти шуйтанра та

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем