Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫыравҫӑсем ҫӗнӗ председателе суйланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.12.2021 20:31 | 2055 хут пӑхнӑ
Культура
Улькка Эльмен тата Лидия Филиппова. Лидия Филиппован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Улькка Эльмен тата Лидия Филиппова. Лидия Филиппован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пухӑвӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл 15 сехетре пуҫланнӑ.

Отчётпа суйлав пухӑвӗнче ҫӗнӗ председателе суйланӑ. Кун пирки союзӑн правленийӗн унчченхи ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ.

Лидия Ивановна союза пулӑшса пынисене – ЧР Культура министерствине, Наци вулавӑшне, Республикӑн ача-пӑча вулавӑшне, Чӑваш кӗнеке издательствине – тав тунӑ. Ҫыравҫӑсен йышне нумаях пулмасть илнӗ Нина Царыгинӑна, Лариса Петровӑна тата Мая Селендеевӑна ӑнӑҫу суннӑ. Тата вӑл ҫӗнӗ ертӳҫӗне, Улькка Эльменне, чунтан ырӑ суннӑ.

#суйлавсем, #пухусем, #ҫыравҫӑсем, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: m.facebook.com/lida.filippova/posts
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Каллималлин // 1790.3.5196
2021.12.05 19:25
Базиль, Эсир тата Пушкин каланӑ сӑмаха ма аса илместӗр? Вырӑссен чаплӑ пэтне хыҫала хӑварчӗ мар-и?
ШЕП! // 2491.10.9618
2021.12.06 04:41
Эп те пултӑм ҫав пухура.Тӗрӗслӗх, ман шутпа, Туркай-Ҫерҫи енче. Туркай халӑха кӑтартнӑ кӗнеке "Наше достояние" ятлӑ. Авторӗ- темле В.А.Смирнов. Кӗнеке 2018ҫ. Мускавра тухнӑ. Тиражӗ - 300экз. Унта, 4-мӗш страницӑра, чӑнах та, "Кибеч Анатолий Ильич - ...академик, духовный вождь чувашского народа" тесе ҫырнӑ. Ку кӑна мар, 57-мӗш стр-ра Анатолий Кибеч - ...один из самых успешных старейшин России, мастер золотого правила своего дела"(?!) тесе ҫырнӑ.
Кӗнеки Чӑваш наци конгресенче пур. Эп унта паллашсаччӗ унпа.
Эп, айван, духовный вождь чувашского народа Юхма Мишши тата пирӗн ялти Куҫма пичче тесе пурӑнсаччӗ...
Ялтан // 1540.84.5447
2021.12.06 07:53
Паллă сăвăн малалли йĕркисене мĕншĕн илсе кăтартмарăн, Базиль: "Çерçи пулсассăн та вĕçетĕн тăван поэзи тÿпинче.
Май килнĕ чух сăхса илетĕн ХĂВАТЛĂ ĂМĂРТКАЙĂКНЕ",
Agabazar // 8493.0.5009
2021.12.06 13:37
Agabazar
Базиль Кириллов, ма хăран Кипеч куккунтан? Ан хăра, сана çисе ямасть вăл.

Анчах та эс çарапакка тăрса юлсан, сана хăйĕн юлашки кĕпине хывса пама пултарать.
Базиль Кириллов // 2922.89.1078
2021.12.07 19:16
"Ӑмӑрткайӑкӗ" кунта Кипеч. Ах, мӗнлерех ӑмӑрткайӑк! Хӑй кӑларнӑ ҫӳп-ҫапа министерство укҫипе библиотекӑсене пырса тӑкас енӗпе ӑмӑртать, Юхмаран юлмасть. Кайса пӑхӑр ялти библиотекӑсене, Кипечпе Юхмана вуласа ял ҫыннисем аптраса ҫитнӗ ӗнтӗ, ытти йӗркеллӗ авторсене вӗсем кӗртмеҫҫӗ.
Agabazar // 3467.27.4021
2021.12.07 20:43
Agabazar
Ĕнтĕ чăвашăн кипеч куккасемпе çапăçасси çеç тăрса юлчĕ пулмалла. Урăх киленĕç те, йăпанăç та çук.

Шоунăç! Пĕртен-пĕр çавă!
Микула // 1077.37.9691
2021.12.08 21:49
Шупашкарта тӑван (чӑваш) чӗлхипе усӑ курса ӳстерекен ача сачӗсем ҫук тесен вӗсем те ҫукпа пӗрех, чнк ,ваттисен канашӗ, писательсен пӗрлӗхӗ те? Пӗтӗмпех ахальтен кӑна, хӗсӗк корпоративла тӗллев кӑна пулсан мӗн тума кирлӗ кун пек пухусем ? Пӗр пӗрне ура лартса пыма ? Темле ырӑ мар шухӑшлисене "рулить" туса тӑма ? Тен паян ун пек пухусенчен катара тӑрсан лайӑхрах ?
Вулакан // 9919.3.3616
2021.12.08 22:15
Талантсӑр кӗвӗҫ чунсем яланах пултаруллине тапӑнаҫҫӗ.Кибеч пирки В.Смирнов мӗнле ҫырнишӗн Кибечӗн мӗн айӑп пур варв?Кӗнеки Мускавра тухнӑ терӗҫ.Автортан ыйтӑр.Кибеч ҫерҫисемпе тавлашмасть ӗнтӗ вӑл.Лешсемшӗн ытла пысӑк чыс.
Agabazar // 6908.6.0765
2021.12.09 01:21
Agabazar
Ан павра , Микулай!

Луччĕ пире туса пар çав мăнтарăн ача садне!

Пĕччен пултараймастăн пулсан, кай та пĕрлеш Валери Туркай текен Улăппа.

Икĕ Улăп пĕрлешсен, питĕ шеп пулмалла.

Атту тек вăрăмтуна пек нăйăлтатса çÿрен хăлха тĕлĕнче: нăй! нăй! нăй Нăй-й-ййй! нăй! нăй! нăй Нăй-й-ййй! нăй! нăй! нăй Нăй-й-ййй!

Те Байден айăпа кĕнĕ сан умăнта, те Трамп, — ăнланма çук.
Вулакан // 2426.64.2000
2021.12.09 21:27
Питӗ тӗлӗнтӗм: Николай Адер пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗнле кӑнттам вӑрҫнӑ пирӗн
хисеплӗ аксакала! Кам вӑрҫнӑ? Халӑх поэчӗ-и? Аван мар!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем