Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Кӗвӗҫнипе вӗлернӗшӗн тӗрмере 12 ҫул ларӗ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 08.06.2022 07:07 | 364 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ тесе шутланӑ.

Суд унӑн айӑпне палӑртнӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл килӗнче пӗлӗш хӗрарӑмӗпе тата тусӗсемпе эрех ӗҫнӗ. Кил хуҫи 54 ҫулти арҫынна хӗрарӑма пула кӗвӗҫме пуҫланӑ. Хайхискер вӑл ҫывӑрса каясса кӗтнӗ. Унтан пуртӑ йӑтса кӗнӗ те ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ.

Суд 39-ти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен те пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисемшӗн колонире пӗрре мар ларнӑ. Юлашки хутӗнче 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ирӗке тухнӑ.

#судсем, #Виҫикасси, #Ҫӗрпӳ районӗ, #пӑтӑрмахсем, #Следстви комитечӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79578
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫывӑракан ҫынна пуртӑпа ҫапса вӗлернӗ
2021, 10, 12
Ашшӗн виллине пӑчкӑпа касса пӗвене пенӗ
2022, 05, 20
Енӗш Нӑрваш арҫыннине психиатри пульницине ӑсатнӑ
2022, 05, 22
Уйлӑхра... ферма уҫнӑ
2022, 05, 24
Ҫамрӑк арҫын 5-мӗш хутран ӳксе вилнӗ
2022, 05, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org