Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑвашла хаҫат тухса тӑма пӑрахӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.08.2022 07:41 | 1591 хут пӑхнӑ
Культура
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат «Пӗр класрисем» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат «Пӗр класрисем» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑра чӑвашла хаҫатсенчен пӗри, «Чӑваш хӗрарӑмӗ», тухса тӑма пӑрахӗ. Кун пирки асӑннӑ кӑларӑм тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ.

«Тӑванӑмӑрсем, вулаканӑмӑрсем! 25 ҫул тухса тӑнӑ хыҫҫӑн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат хупӑнать — 2023 ҫултанпа вӑл текех вулакан патне ҫитмӗ. Ҫак хаҫата упраса хӑварас тесессӗн сирӗн пулӑшу кирлӗ!» — чӗнсе ҫырнӑ хаҫатҫӑсем.

Асӑннӑ кӑларӑм — «Хыпар» хаҫат «пепкисенчен» пӗри. Ӑна «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑрать.

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тата чӑваш диаспорисенчи хӗрарӑмсем хӑйсен кӑларӑмӗсӗр тӑрса юлӗҫ. Хаҫат кӑларма пӑрахас йышӑнӑва издательство ҫурчӗн администрацийӗ тунӑ.

#МИХсем, #хаҫатсем, #тӗнче тетелӗ, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алевтина Николаева // 7060.5.2022
2022.08.30 15:31
Каçарăр та, "Чăваш хĕрарăмĕ" интереслĕ газет мар. Унччен лайăхланасса шанса нумай çурçул çырăнса тăтăм эп ăна. Халь çырăнмастăп. Арçынсене курайман хĕрарăмсен газечĕ у. Вулас килмелле статйасем те тухмаç унта. Юмах шайра çырса лараç.
Эпĕ Чăваш // 2817.61.0847
2022.08.30 23:09
Алевтина Н. сире хаçат килĕшменни ыттисен кăмăлне те кайманнине пĕлтермест. Ăна регион тулашĕнче те юратса вулаççĕ. Чăваш хăçачĕсем хупăнни чăвашлăх пĕтсе пынине пĕлтерет. Куншăн кулянмалла. Пĕри те тепри чăваш хаçачĕ пĕтсен тăван чĕлхепе вулакан та юлмĕ.
Станьял // 9838.8.0346
2022.08.31 07:25
Чӑваш хаҫачӗсемпе журналсене вулаканран ыйтса хупмаҫҫӗ. Сӑлтавӗсене те шарламаҫҫӗ.
Чӑваш хаҫачӗсен политики тата пахалӑхӗ юрӑхсӑр. Пӗтерме шутлани куҫ умӗнчех. "Хыпар" вара "Сов. Чув" ран пач тӑрса юлчӗ.
Республика Эльтеперӗ О.А. Николаев ку ыйтупа ятарласа интересленессе, хӑй сӑмахне каласса шанса кӗтетӗп.
Тимер // 3690.93.4321
2022.08.31 16:55
Тавай пулӑшар чӑваш хаҫатне.Ҫырӑнар тата тӑвансене ҫырӑнса парар.Эпир нумайӑн.Тираж пулсан никам та хупаймӗ.
Agabazar // 1162.22.4370
2022.09.01 08:42
Agabazar
Чăвашла хаçат кăларас ĕç «кăсăклă» е «кăсăклă мар» тенисен шайĕнче пулма пултараймасть. Малтан Станьялăн «Донбасри Çĕнтерÿ» пирки çырнă мухтавлă статйине вуласа тухăр. Вара хуть те мĕн калама пултаратăр.
Эпĕ Чăваш // 7060.5.2022
2022.09.01 09:09
Хаҫатсем хупӑнасси пирки Станьялăн шухӑшне пӗлес килет. Питӗ кӗтетпӗр пичетленессе. Админ, ытлашши ан тӑсӑр, тархасшӑн.
Шуркка эп // 2787.94.2419
2022.09.02 07:41
Пур япалана меншен петермелле-ха ? Салтаве--укса суккинче мар. Чаваш хайен таван челхине хисеплеме ( юратма тахсанах парахна ! )пелменнинче мар-ши теп салтаве ? Мен тавайтар Станьял хасатсене ан хупччар тесе ? Нимен те таваймасть .Аста Чаваш патшалах университетне петерне сер- сер чаваш ? Меншен весем сассисене памассе ?
Эп те Чăваш // 7060.5.2022
2022.09.02 12:04
Станьял ятĕнчен çырса хисеплĕ Станьялăн таса ятне кам варалать-ши? Станьял "Хыпара" çапла хурлас çук-ха ĕнтĕ.
Константин // 4081.7.9095
2022.09.06 07:14
«Арçынсене курайман хӗрарăмсен хаçачӗ» тени, паллах, вăйлă клеймо. Анчах чи пысăк тиражлă хаçата хупни – нонсенс. Вăл укçа илсе килекен япала. Ӗçлекен вӗллене вӗлермеççӗ.
Кунта сăлтавӗсене урăх çӗрте шырамалла ман шутпа. Ытти хаçатсене хупни - вӗсен кирлӗлӗхӗпе çыхăннă-тăр. Кирлӗлӗхе вӗт влаç мар, вулакан палăртать: хаçата çырăнса е çырăнмасăр.
Пӗчӗкленсе (тăкакланса) пыракан хаçатсене пӗтерес вырăнне пӗр кăларăма пӗрлештерни тӗрӗсрех пулӗччӗ. Тӗслӗхрен, кама кансӗрлетчӗ пӗр-пӗр хаçатра «Капкăн» кӗтесӗ. Е чăвашра сатира, фельетон, карикатура мӗнне манчӗç-и?
Пинпи // 7060.5.2022
2022.09.22 11:01
Алевтина Николаева, заместительсен сăмахĕсене çырмасăр хăвăн каламалли нимĕн те çук-им? Редактора кÿренннĕ пулсан - çавăн пекех çыр. Е "Алевтина" тесе çырнипе никам та палламасть тесе шухăшларăн-и? Кăлăхах.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем