Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Вера Архипова. soyuzveteranov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Сумлӑ йышра — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри библиотекарь Светлана Акшарова, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн преподавателӗ Анна Апатина, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн илемлӗ литературӑпа ӳнер пайӗн тӗп библиотекарӗ Вера Архипова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртри культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи Анна Николаева, Шупашкарти агрегат завочӗн «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Александр Павлов, Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ вулавӑшӗн пай заведующийӗ Ольга Соколова, Улатӑр хулинчи культура керменӗн халӑх драма театрӗн ертӳҫи Галина Сурова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |