Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнери ытларикун Шупашкарти «Университет» микрорайонта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Унта хӗрлӗ хӑю касма тӳре-шара пырса ҫитнӗ, ашшӗ-амӑшӗпе шӑпӑрлансене пухнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчине тӳре-шарапа фотографсене ҫеҫ кӗртнӗ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшне урамра хӑварнӑ. Пӗчӗккисем хоккейла вылянӑ, пысӑк пуканесемпе савӑннӑ, шӑпӑрлансене аниматорсем хаваслантарнӑ. Урамра 13 градус таран сивӗ пулнӑран ачасене ашшӗ-амӑшӗ хӑвӑртрах киле илсе кайма васканӑ. Ача пахчине 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Хӗрлӗ хӑю каснӑ пулин те, вӑл ачасене халех йышӑнмӗ: вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлеме лицензи илсе ӗлкӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |