Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗретле фестивале республикӑран «Мишар» ансамбль кайӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 11.09.2013 22:41 | 1357 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 12–14-мӗшсенче Тутарстанра тутар фольклорӗн Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртӗ. Тутар Республикин тӗп хулинче — Хусанта — хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх фольклор ушкӑнӗсене чӗннӗ. Вӗсем шутне Комсомольски районӗнчи Урмайри информаципе культура центрӗн «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗ те кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен фольклор ушкӑнӗсем хушшинче фестиваль ирттерни тутар халӑхӑн йӑла культурине сыхласа хӑварма пулӑшӗ.

Асӑннӑ фестивале «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗн 20 хутшӑнаканӗ кайӗ, вӗсем шутне Комсомольскинчи ачасен ӳнер шкулӗнчи тутар фольклорӗн, вокал, театр уйрӑмӗнче вӗренекенсем те кӗнӗ.

«Мишар» халӑх юррисене шӑрантарӗ тата тутар-мишар ташшисене ҫаптарӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Чӑваш Республикӑри тутарсем пурӑнакан вырӑнсенчи чӑн этнос материалӗн программипе паллаштарӗҫ.

«Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ушкӑнне ӑнӑҫу сунатпӑр.

#Хусан, #Комсомольски районӗ, #фестивальсем, #Урмай, #Тутарстан

 

Комментари:

Agabazar // 3674.5.3427
2013.09.12 21:09
Agabazar
Мĕнле "Мишар" тата? Тен, "Мишер"? (Оригиналта "Мишәр").

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем