Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑрта Ленин урамне хӑтлӑлатнӑ май йывӑҫ крепоҫ тума тытӑннӑ. Ку хулара истори пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать.
Крепоҫ Улатӑрта Хаяр Иван вӑхӑтӗнче хута кайнӑ кремль копийӗ пулӗ. Шалта ача-пӑча лапамӗ тума палӑртнӑ.
Каласа хӑварар: Улатӑр 1552 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Хаяр Иван ҫарӗсем Хусана кайнӑ чухне никӗсленнӗ. Халап тӑрӑх, патшана Сӑр хӗрринчи ҫӳллӗ вырӑн килӗшнӗ, вӑл унта крепоҫ хӑпартма хушнӑ. Крепоҫ 1731 ҫулта пушарта ҫунса кайнӑ, тек ӑна хута яман.
Agabazar // 3050.90.1163
2024.12.12 10:20 | |
Ку каллех юмах-халлап евĕрлĕ япала. Вуласа пахăр Википедири статьяна та пулин, хăвăрах ăнланатăр. | |
