Ҫыравҫӑсемпе поэтсем ЧР Наци вулавӑшӗ умне литература пикникне пухӑннӑ. Ӑна «Варкӑш» литература клубӗ йӗркеленӗ.
Пултаруллӑ ҫынсес сӑвӑсем вуланӑ. Ку кӑна мар, юрӑсем те шӑрантарнӑ. Елчӗк округӗнчи Ирӗк Килтӗш ӳнерҫӗ гитара каланӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат вара сӗрме купӑс каласа кӑтартнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов, Зоя Сывлӑмпи, Галина Кӗмӗл, Нина Пӑрчӑкан, Данил Медведев, Мальвина Петрова, Ольга Австрийская, Лариса Петрова поэтсем, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ Ольга Федорова, Наци библиотекин ӗҫченӗсем Ольга Тимофеева, Татьяна Семенова, Антонина Андреева сӑвӑсем вуланӑ.