Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 32-ри арҫын ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтак карточкин дубликатне туса унтан 2 млн тенкӗ вӑрланӑ.
Унӑн куншӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колонире 3 ҫул ҫурӑ ларма тивӗ. Ҫапла йышӑннӑ суд.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлачра вӑл ятарлӑ ҫар операцине кайма контракт ҫырнӑ арҫынпа паллашнӑ. Ӑна ӗҫ укҫи валли банк карттине тума пулӑшнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хӑйӗн валли карточкӑн дубликатне те туса ӗлкӗрнӗ.
Салтак ятарлӑ ҫар операцине кайсан карточка ҫине унӑн шалӑвӗ килме тытӑннӑ. Ҫак арҫын дубликатпа усӑ курса унти 2 млн ытла тенке илнӗ те хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, парӑмӗсене татнӑ.
Салтака кӳнӗ тӑкака арҫын саплаштарман-ха.