Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти фармаколог, вӗрентекен, ӑсчах тата медблогер Ксения Георгиева медиа тата журналистика енӗпе «ШУМ» Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен преминче ҫӗнтернӗ. Вӑл «Ҫамрӑклӑх энергийӗ» номинацире мала тухнӑ.
Ксения – 30 ҫулта. Вӑл Республикӑри кардиологи центрӗнче ӗҫлет, И.Н.Ульянов, ячӗллӗ ЧПУра фармакологи предметне вӗрентет, ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтрах вӑл блог ертсе пырать, унӑн «Будь здоров с доктором Георгиевой» рубрикине пин-пин ҫын пӑхса тӑрать.
