Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Канаш округӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче пурӑнакан Николаевсем пӗр сукмакпа 55 ҫул утаҫҫӗ. Вӗсем ҫак уява паллӑ тунӑ.
Ҫамрӑксем Шупашкарта паллашнӑ. Фаина ун чухне Культура министерствинче методистра ӗҫленӗ, Анатолий Культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫи пулнӑ. Вӗсен хушшинче юрату ҫуралнӑ.
1970 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче 24-ри каччӑпа 21 ҫулти хӗр пӗрлешнӗ. Анатолий вырӑнти фабрикӑра столярта ӗҫленӗ, райсудра завхоз пулнӑ. Фаина Атнаш шкулӗнче малтан – пионервожатӑй, унтан вырӑс, чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ пулнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен директор тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Вӗсем икӗ ача ӳстернӗ, халӗ 3 мӑнук пур.
