Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен ачасем паллӑ юрӑҫпа Элвин Грейпа тӗл пулнӑ.
Элвин Грей пӗлӳ ҫуртӗнче иртнӗ «Чӑнкӑ тӗлпулу» мероприятие хутшӑннӑ.
Унӑн чӑн ячӗпе хушамачӗ – Радик Юльякшин. Вӑл тутарла, вырӑсла, пушкӑртла юрлать.
Паллӑ юрӑҫ ачасене музыка карьерине мӗнле пуҫланине, хӑй мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май, вӑл ҫак кунсенче Шупашкарта концерт лартнӑ. 38-мӗш шкул ачисене те билетсем парнеленӗ.
Agabazar // 2794.13.0625
2025.11.18 22:18 | |
Тутарла тата пушкăртла тенисене юнашар çырмалла пулнă. Вĕсен хушшине вырăсла тенине ахалех савăлпа тенĕ пек çапса кĕртнĕ. | |
