Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те ҫанталӑк чуччупа ярӑннӑ евер пулӗ: сивӗтӗ, ӑшӑтӗ… Паян каҫхинех ҫумӑрпа йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫурҫӗр-анӑҫ районӗсенче вара пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.
Ыра кӑнтӑрла хыҫҫӑн тӗтре карса илӗ. Вӑл тунтикун кантӑрлачченех тытӑнса тӑрӗ. Ыран каҫхине каллех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ.
Ҫурҫӗр-анӑҫ районӗсенче вырсарникун ирхине йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗр те шуралӗ. Анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума тытӑнӗ те вӑл ирӗлсе кайӗ. Ытларикун ҫил вӑйланӗ. Эрне варринче уяртӗ, ҫил те лӑпланӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, чӳкӗн 28-мӗшӗччен юр ҫуса лартмӗ. Ун хыҫҫӑн ҫӑвӗ-ха, анчах ирӗлсе кайӗ.
