Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи пек сивӗ ҫанталӑк республикӑра 2 ҫула яхӑн пулман. Шупашкарта ирхине термометр 25 градус сивӗ кӑтартнӑ. Ун пекки юлашки хутчен пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗн варринче пулнӑ. Паян ирхине Канашра тата Пӑрачкавра 27 градус сивӗ пулнӑ.
Унччен пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ҫӗрле тата сивӗтмеллеччӗ. Анчах халӗ прогноз урӑхларах – Арктика сывлӑшӗ Урал урлӑ Казахстана каять. Ҫав регионсенче кӗҫӗр 30-45 градус таранах сивӗ пулма пултарать.
Чӑваш Енре вара паян каҫ енне юр ҫума тытӑнать, кӑштах ӑшӑтать. Кӗҫнерникун ҫӗрле тата эрнекун кӑнтӑрлаччен юр нумай ҫӑвӗ. Юр пӗр эрне, ҫитес юнкунччен, ҫӑвӗ. Ҫӗнӗ ҫула 20 см яхӑн хулӑнӑш юрпа кӗтсе илӗпӗр.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ.
