Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ыран, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Мерчен» музыка хӑна пӳлӗмӗнче кӗслепеҫинчен калакан икӗ кӗнекепе паллаштарӗҫ.
Кӗнекесен авторӗ — искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев. Михаил Григорьевича пирӗн республикӑри музыкантсем ҫеҫ мар, ун тулашӗнчисем те аван пӗлеҫҫӗ. Ученӑй-тӗпчевҫӗ «Кӗсле - музыкальный инструмент чувашского народа в истории и современной культуре» монографие кун ҫути кӑтартас тесе нумай ӗҫленӗ. Кӑларӑма Наталия Орлова илемлетнӗ. Кӗнекере архиври материалсемпе, экспедицисен вӑхӑтӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксемпе, Раҫҫейри паллӑ музейсен экспоначӗсемпе усӑ курнӑ.
Тепӗр кӑларӑм — «Кӗсле — чувашские гусли» вӗренӳ пособийӗ. Ӑна М.Г. Кондратьев, Н.И. Иванова, М.В. Гусева пухса хатӗрленӗ. Ӑслӑлӑх редакторӗ — М.Г. Кондратьев.
