Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх элемӗсен кунӗ.
Ҫав куна Чӑваш Енӗн Элтеперӗн 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи «О Дне государственных символов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Патшалах элемеӗсен кунӗ ҫинчен) 24-мӗш номерлӗ Хушӑвӗпе и тата Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи «О Дне государственных символов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин патшалӑх элемӗсен кунӗ ҫинчен) 1-мӗш номерлӗ саккунӗпе ҫирӗплетнӗ.
Уява Чӑваш Енӗн Патшалӑх гербне, ялавне тата гимне халалланӑ. Гимн авторсем: Герман Лебедев композитор тата Илья Тукташ поэт; ялавпа герба Элли Юрьев художник хатӗрленӗ.
Уяв ячӗпе культура тата вӗренӳ учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприяти иртӗ.
