Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Сӗнтӗрвӑрри хулинче харӑсах 8 дача ҫунса кайнӑ.
Ку йӑлтах – типӗ курӑк ҫуннине пула. «Дружба» сад юлташлӑхӗнче типӗ курӑн ҫунма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 1 гектара яхӑн лаптӑк ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Шел те, ӑна пула дачӑри 8 ҫурт ҫунса кайнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал пӗрремӗш хут типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх Куславкка округӗнче ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Унта Елчӗк ялӗ хӗрринче 2000 тӑваткал метр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.
