Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Красноармейски районӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» ҫурхи юрӑ-вӑйӑ уявӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти хастарсем кӑҫал 11-мӗш хут йӗркеленӗ.
Уява хӑй вӑхӑтӗнче Трак пуххи ирттернӗ илемлӗ вырӑнта, Шетмӗ шывӗ хӗрринче, «Виҫӗ хӗвел» пулса иртнӗ этнопаркра ирттернӗ. Кун пирки Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа исккуство тата литература пӗрлӗхӗн правлени председателӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн яваплӑ секретарӗ Виталий Михайлов «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Уява юрӑ-ташӑ ӑстисем, шкул ачисем, чӑвашӑн халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркине кӑмӑллакан 300 сынна яха́н ҫын хутшӑннӑ. «Ача пахчисенчи пӗчӗккисене те йыхравланӑччӗ — шӑрӑх ҫанталӑка пула тухаймарӗҫ», — пӗлтернӗ Виталий Михайлов.
