Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт авӑн уйӑхӗн мӗнле пулассине пӗлтернӗ.
Уйӑх лайӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ: ӑшӑтӗ, анчах пӗрремӗш декада вӗҫнелле, 10-мӗшӗ тӗлнелле, ҫанталӑк тӑрук сивӗтӗ, тӑм ӳкес хӑрушлӑх та пур.
Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурри типӗ те ӑшӑ пулӗ, термометр 15-20 градус таран ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫумӑр ытларах уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫӑвӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑтам сывлӑш температури 11-2 градуспа танлашӗ. Норма – 11,7. Ҫумӑр вара ахаль чухнехинчен икӗ хут сахалрах ҫӑвӗ.
Метеорологи тӗлӗшӗнчен кӗркунне ахаль чухнехинчен 10 кун каярах килӗ – авӑн уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче. Ӑшӑ ямашкӑн сивӗ ҫанталӑк юпа уйӑхӗнче кӑна пулӗ.
