Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри ике блогер: Ксения Георгиева тата Татьяна Ляпустина - «Контент министерстви» программӑн ҫурма финалне лекнӗ.
Ксения Георгиева – врач тата клиника фармакологӗ, медицина университечӗн преподавателӗ, Татьяна Ляпустина вара — Чӑваш Республикин ача-пӑча вулавӑшӗн методисчӗ.
Маларах асӑнна программӑна йӗркелекенни — «Россия – страна возможностей» Президент платформин пӗтӗм Раҫҫейри «ТопБЛОГ» проекчӗ. Унта ҫӗршыври 51 регионтан 12,5 пин ҫын заявка панӑ, вӗсенчен экспертсем 155-шне ҫурма финала суйласа илнӗ. Тӗрӗссипе, ӳркенмесен кирек епле пултаруллӑ автор та хутшӑнма пултарать.
Вӗсен федераци ведомствисене кирлӗ медиапроектсемпе тӗнче тетелӗнче ӗҫлӗҫ. Чи лайӑх блогерсем «ТопБЛОГ» конкурсӑн улттӑмӗш сезонӗн ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑрӗҫ.
