Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ирина Диарова: «Чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтермелле»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.08.2026 10:37 | 27 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
chuvashalphabet.tilda.ws сайтран илнӗ скриншот
chuvashalphabet.tilda.ws сайтран илнӗ скриншот

Шупашкарти 37-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Ирина Диарова Чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтермелле тесе шухӑшлать.

«Чӑваш чӗлхипе ҫынсем кулленхи пурнӑҫра усӑ курма пӑрахса пыраҫҫӗ. Плакатсемпе вӗренӳ кӗнекисем смартфонпа ӳснӗ ачасен кӑсӑкне тивӗҫтермеҫҫӗ. Чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтермелле», — тесе шухӑшлать. Чӑваш чӗлхи учителӗн шучӗпе, чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтерсен унпа кӑсӑкланас, ӑна вӗренес тата усӑ курас туртӑм та ӳсӗ.

Шӑпах ҫакна шута илсе пурте усӑ курма пултаракан цифра ресурсӗ тунӑ.

«37 сас палли валли хӑйне евӗр сӑнарсем шутласа кӑлартӑмӑр, вӗсене тӗрӗс калаҫу тӗслӗхӗпе сасӑларӑмӑр, хайлавлӑ ӑс-тӑн пулӑшнипе чӗрӗ пек курӑмлатрӑмӑр, ҫынсем тӳрех усӑ курма май паракан килӗшӳллӗ сайт тата клавиатурӑна лартмалли ансат инструкци турӑмӑр. Аудио тата анимаци вӗренӗве кӑсӑклӑрах тӑвать, вӗренме хавхалантарать. Ресурс вӗрентӳ ӗҫне курӑмлӑх, сасӑ тата куҫӑмлӑх мелӗсене кӗртсе вӗренес кӑмӑллисен йышне анлӑлатма пулӑшать. Сайта Tilda никӗсӗ ҫинче тунӑ. Пурне те алфавит вӗренме, клавиатура лартма тата чӑвашла кашни кун ҫырма чӗнетпӗр. Кашни сӑмах – пирӗн тӑван чӗлхен пулаяслӑхӗшӗн панӑ сасӑ!», — тесе шухӑшлать Ирина Диарова.

Сайт художникӗ — Лиза Чечнева, сайтпа Максим Козлов ӗҫленӗ, сайт редакторӗ — Светлана Андриянова. Сайт хатӗрлессине Ирина Диарова хӑй йӗркелесе пынӑ.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #вӗренӳ, #ачасем, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall701837281_747
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем