Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Вӗренӳ: Чӑваш чӗлхи учителӗсем виҫӗ чӗлхепе мероприяти ирттереҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.08.2026 08:50 | 62 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Елена Атаманова сӑнӳкерчӗкӗ
Елена Атаманова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи Н.Я Бичурин ячӗллӗ шкулта Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен семинар-тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Елена Атамнова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.

Хаҫатҫӑ хыпарланӑ тӑрӑх, «шкулта нумай чӗлхе вӗренни тӗрлӗ халӑх культурине, йӑли-йӗркине, историне лайӑхрах пӗлме май парать, ҫавна май ӑс-тӑна, тавра курӑма, астӑвӑма, шухӑшлава аталантарать. Юлашки вӑхӑтра ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти чӑваш чӗлхи учителӗсем. Шкулта ҫеҫ мар, хула шайӗнче виҫӗ чӗлхепе тӗрлӗ вулав, фестиваль-конкурс ирттереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Ытарай вулавӗсем», «Юрататӑп сана, Ҫӗнӗ Шупашкарӑм!», «Нарспи» — виҫӗ чӗлхепе», «Пушкин вулавӗсем», «Асамат вулавӗсем»»...

#вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи, #учительсем, #семинарсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #Тутаркасси, #учительсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall295807750_4196
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем