Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫумӑр нумай ҫӑвать пулин те Чӑваш Енри аграрисем алӑ усмаҫҫӗ – вырма ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне кӑтарту япӑхах мар темелле – тӗш тырӑн 40 процентне пухса кӗртнӗ.
Лаптӑкпа илес тӗк ку 97,6 пин ытла гектарпа танлашать. Хальччен 350 пин ытла тонна тырӑ ҫапса илнӗ, тухӑҫӗ пер гектартан 35,8 центнерпа танлашать.
Тухӑҫ енӗпе Красноармейски районӗ малта. Вал сборӗ Патӑрьел районӗнче ытларах. Ҫӗрпӳ, Куславкка тата Канаш районӗсем те лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ.
Вырма ӗҫе пынӑ вӑхӑтрах пахча ҫимӗҫ, ҫӗрулми, рапс тата горчица пухса кӗртеҫҫӗ, куккуруса силоса хываҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне кӗрхисене акма тытӑннӑ – хальхи вӑхӑтра 6,7 пин ытла гектар акнӑ – ӗҫсем графикпа килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ.
