Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Нацисен кросӗ» иртет. Кӑҫал ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ. Пур муниципалитетра та старта тухӗҫ.
Шупашкар хулинче старт Мускав ҫыран хӗрринче пулӗ. Мандат комиссийӗ 10 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ. Старта ахаль ҫынсем те, профессионалсем те, ветерансем те, ачасем те тухӗҫ.
Мероприятие официаллӑ майпа 11 сехет ҫурӑра уҫӗҫ. 12 сехетре министерствӑсемпе ведомствӑсен ертӳҫисем, дептутасем, муниципалитет пуҫлӑхӗсем старта тухӗҫ, 12:20 сехетре — ыттисем. Юлашкинчен арҫынсем 12 пин ҫухрӑма чупӗҫ, старт 15:10 сехетре пуҫланӗ.
Кроса хутшӑнас тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ заявка памалла, регистраци авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ.
