Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑвашсен Муса Джалилӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Геронтий Никифоров 24.09.2026 17:18 | 15 хут пӑхнӑ
Культура

Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Паттӑр поэтӑн ячӗ вилӗмсӗр» литература уявӗ иртрӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистсен концлагерӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пуҫ хунӑ Иван Викторович Викторов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.

Унта чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементерпе Раиса Сарпи, Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин редакторӗ Ольга Федорова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑхҫи Геннадий Дегтярёв, писательсемпе поэтсем, Чӑваш наци телевиденийӗпе радиовӗн журналисчӗсем Валентина Беловӑпа Мальвина Петрова, Чӑваш наци конгресӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗпе вӗренӳ комитечӗн пайташӗсем, И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсемпе преподавателӗсем, Шупашкар хулин А. А. Архипов ячӗллӗ кадет шкулӗн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем, Иван Викторов ентешӗсем — Ҫӗрпӳ округӗн Кӑнар ял тӑрӑхӗн культурӑпа библиотека ӗҫченӗсем, Шупашкар хулин поэзие юратаканӗсем пухӑнчӗҫ.

Уява Литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Геронтий Никифоров Иван Викторов ҫыравҫӑн вӑрҫӑри паттӑрлӑхне уҫса пачӗ, Мальвина Петрова И. Викторова халалласа ҫырнӑ сӑввисене вуларӗ, Геннадий Дегтярёв вара Виталий Станьял студентсене вӑрҫӑра вилнӗ ҫыравҫӑсен кун-ҫулне тӗпчеме явӑҫтарнине аса илчӗ тата Иван Викторов пултарулӑхӗн тӗрлӗ енне палӑртрӗ, Ольга Федорова «Чӑваш ҫыравҫисем — фронтра» кӗнекепе буклетсем кӑларни ҫинчен каласа пачӗ. Студентсемпе кадетсем Викторов сӑввисене вуларӗҫ тата поэта лайӑх пӗлнӗ Хурамал ял ҫыннисен аса илӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Шупашкар хулин 60-мӗш шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Александрова Ю. Сементерӗн И. Викторова халалланӑ сӑввине каларӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер уява ырларӗ, паянхи лару-тӑрура ҫакӑ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче паттӑрла ҫапӑҫса вилнӗ 36 поэта асӑнса ҫырнӑ «Мамай сӑртламӗ» поэмин сыпӑкӗсемпе паллаштарчӗ.

Ҫӗрпӳ округӗн Кӗлейкасси Туҫа ял библиотекин пуҫлӑхӗ Людмила Герасимова тӑван ялта Иван Викторов ҫыравҫӑ ячӗ хисепре пулнине, пӗр урама поэт ятне панине, вӑл ҫуралнӑ кун ҫулсерен уяв ирттернине, вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса тата вӑрҫӑран таврӑннисене хисеплесе лартнӑ палӑк питӗнче поэт ячӗ пуррине, 2001 ҫулта ҫӗрпӳсен «Ҫавал» ентешлӗхӗ тӑрӑшнипе паттӑр ҫыравҫа чысласа палӑк ӑсталанине (палӑк авторӗ — Анатолий Розов) каласа пачӗ.

Уява хастар хутшӑннисене конгресӗн Тав хучӗсене парса чысларӗҫ. Паттӑр поэтӑн вилӗмсӗр сӑнарӗ пире ҫирӗп те тӳсӗмлӗ пулма, пурнӑҫа хаклама хавхалантарнине палӑртрӗҫ. «Хавхалану» ансамбль (ертӳҫи — Владимир Арланов), ЧР халӑх артисчӗ Галина Пуклакова тата музыка училищин студенчӗ Станислав Зарубин паттӑрлӑх юррисене шӑрантарса уява мӑнаҫлӑх кӗртрӗҫ.

#музейсем, #юбилейсем, #Шупашкар, #Литература музейӗ, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем