Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Ӳнерсен каҫӗ» акци иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн, республика ҫыннисене Чӑваш наци музейӗнче тата Ӳнер музейӗнче кӗтеҫҫӗ.
Наци музейӗнче хӑнасем вӑхӑт ҫулҫӳревне тухӗҫ: пӑхӑр ӗмӗрӗнчи тӑм савӑт-сапаран пуҫласа гобеленсем таран. Ҫавӑн пекех сехет механизмӗсен вӑрттӑнлӑхӗсем пирки хатӗрленӗ куравпа паллашӗҫ, ӑсталӑх класне хутшӑнӗҫ.
Ӳнер музейӗнче 14:00-16:00 сехетсенче автор ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ, 16:00-18:00 сехетсенче вара Шупашкарти В.П.Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗн шӑпӑрланӗсем юрӑсемпе савӑнтарӗҫ. Ҫав кунах музейра куравсемпе паллашма май пулӗ.
Палӑртса хӑварар: «Ӳнерсен каҫӗ» акципе килӗшӳллӗн иртекен мероприятисене «Ҫемье» наци проекчӗн Пушкин карттипе кӗме май пулӗ.
