Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинчи гимнастка Алена Александрова Пӗтӗм Раҫҫейри «Илем мозаики» ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Лайӑх хыпар: пирӗн ентеш унта пӗрремӗш вырӑн йышӑнса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Ӑмӑртусем Чулухала облаҫӗнче Кстово хулинче иртнӗ. Алена Александрова Евгения Левановӑн гимнастика центрӗнче Ольга Семенова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл нумай енлӗ кӗрешӳре харпӑр программӑпа малти вырӑна тухнӑ. Ку унӑн карьеринче – пысӑк дебют.
Алена Александрова – спорт мастерӗн кандидачӗ, хальхи вӑхӑтра спортсменка Чӑваш Республикинчеиртекен чемпионата хатӗрленет.
