Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинчи «Сӑрҫи» заповедникре ӗҫлекенсем хӑйне евӗр ӳсен-тӑрана асӑрханӑ. Вал хӑйне евӗр кӑна мар-ха, вӑл – Чӑваш Енри Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗскер.
Кунта сӑмах плаун ятлӑ ӳсен-тӑран пирки пырать. Аякран пӑхсан ӑна пӗчӗк чӑрӑш вырӑнне йышӑнма пулать. Анчах тимлӗрех пӑхсан ҫакна асӑрхатӑр: ҫулҫисен вӗҫӗнче ҫинҫе шурӑ ҫипсем пур. Плаун нӳрӗ вырӑнлӑ лӑсӑллӑ тата хутӑш вӑрмансенче ӳсет.
Плаунсем палеозой эринчех паллӑ пулнӑ. Пирӗн кунччен унӑн хӑш-пӗр тӗсӗ кӑна упранса юлнӑ.
Чӑваш Енре плаунсен йышӗ 2010 ҫулта типӗ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн самай чакнӑ. Каялла вара питӗ майӗпен ӗрчеҫҫӗ: вӑл ӳссе ҫитиччен 30 ҫул иртме пултарать. Ҫавӑнпа вӑл ӳсекен вырӑнсене питӗ упрамалла.
