Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Нимелле ҫул сарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.11.2026 16:04 | 8 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ
"Хыпар - Вести Чувашия" каналти сӑнӳкерчӗк
"Хыпар - Вести Чувашия" каналти сӑнӳкерчӗк

Каҫӑл тӑрӑхӗнчи чылай ялта нимелле ӗҫ тӑвасси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Кунта сӑмах «Ниме — халӑх бюджечӗ» проект пирки пырать.

МАХри «Хыпар - Вести Чувашия» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, вунӑ-вун пилӗк ҫул каялла Комсомольски тӑрӑхӗнчи ялсенче ҫуркуннепе кӗркунне пырса кӗме ҫук пылчӑк ҫӑрӑлатчӗ. Халӗ вара пысӑк урамсенчи ҫулсене анчах мар, тӑкӑрлӑксене те вак чул сарса хытарнӑ.

Вилнисене асӑнма килнӗ ҫынсене, шӑтӑк чавакансене япӑх ҫанталӑкра кӗрсе тӑма, шартлама сивӗсенче ӑшӑнма темиҫе масарта анчах пӳртсем пулнӑ.

«Халӗ вара ҫӑвасенче кашнинчех тенӗ пекех ҫуртсем туса лартнӑ. Урамсенче ача-пӑча вылямалли лапамсем, кану вырӑнӗсем, кӗперсем тата ял инфратытӑмне лайӑхлатас енӗпе тӑвакан ӗҫсем 2017 ҫулта пуҫланнӑ. Ҫынсем ялта чи малтан мӗн тумаллине хӑйсем суйлаҫҫӗ, мӗн ӗлӗкренех пыракан ырӑ йӑлапа, ушкӑнпа кар тӑрса ӗҫлесе палӑртнине вӑя кӗртеҫҫӗ.

Асанкассинче пурӑнакансем ҫурла уйӑхӗнче ял йӗркеленнӗренпе 420 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Уяв тӗпрен илсен «Ниме — халӑх бюджечӗ» программӑпа уҫӑ вырӑнта кӑҫал ҫеҫ тунӑ пысӑк сцена ҫинче тата ун таврашӗнчи хӑтлӑлатнӑ вырӑнта иртрӗ», — тесе пӗлтернӗ асӑннӑ ҫӑлкуҫра.

#Асанкасси, #ял пурнӑҫӗ, #Комсомольски районӗ, #укҫа-тенкӗ, #ниме

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_11287
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем