Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Чӑваш депутачӗсем хресчене хӳтӗлеме ыйтса Мускава ҫырнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 12.01.2014 18:59 | 1072 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Халӑх «тарҫисене» ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пӑшӑрхантарать.

Депутатсене шухӑшлаттаракан тӗп самантсен шутӗнче федераци хыснинчен килекен укҫа-тенкӗ, республикӑн хӑмла отрасльне тӗкӗ кӳресси, ял хуҫалӑх продукцине туса илекен Чӑваш Енри пердприятисене федераци сечӗн лавккисем патне ҫул уҫса парасси, яла кадрсемпе тивӗҫтересси.

Тухтӑрсемпе вӗрентекенсене унта илӗртес тесе патшалӑх енчен маларах йышӑну турӗҫ-ха. Ялта тухтӑрта ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ ҫамрӑк специалистсене 1 миллионшар тенкӗ ним мар кӑларса тыттараҫҫӗ. Вӗрентекенсене вара ҫурт-йӗр тума е туянма тесе илекен кредитӑн тата ҫав укҫа проценчӗн пӗр пайне саплаштарма йышӑннӑ.

Ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ӗҫлекенсем ҫуккипе халтан каяҫҫӗ. Механизатор-дояркӑсем кӑна-и, инженерсемпе агрономсем, ветеринарсемпе зоотехниксем каясшӑн мар. Ял хуҫалӑх специальноҫне илекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ нумай-ха, анчах вӗсем яла талпӑнни сисӗнсех каймасть. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен специалистсене те яла ҫапла майпа илӗртсен аван тесе шухӑшлаҫҫӗ Патшалӑх Канашне депутата суйланнисем.

Халӑх «тарҫисене» пӑшӑрхантаракан тепӗр самант — сӗтшӗн субсидилес йӗркене килес ҫултан ылмаштарма палӑртни. Паянхи кун чи пысӑк тата тата пӗрремӗш сортлӑ патшалӑх укҫа уйӑрса пулӑшать пулсан килес ҫул пӗрремӗш сорчӗшӗн саплаштарма пӑрахасшӑн. Капла туни сӗте тирпейлекенсене алла май тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен аграрисем. Ара, сӗт заводне кайса хӑв пахалаймӑн та шанса пӗтер теҫҫӗ-тӗр ҫав.

Сӗтне-ашне туса илме пулать-ха. Анчах техникӑсӑр, йӗркеллӗ фермӑсемсӗр нумай мала каямӑн. Юсаса ҫӗнетме вара хресченӗн ирӗксӗрех кредит илме тивет. Ара, унсӑр укҫи-тенки ҫитсе-саплашса пымасть-ҫке. Кредитӑн процент ставкин пӗр пайне хыснаран субсидилеҫҫӗ. Анчах ҫак тӗллевлӗ укҫа Чӑваш Ене 240 миллион тенкӗ кӑна лекнӗ иккен. Ҫын кӗсйине кӗме хушмаҫҫӗ те, пирӗннисем ирӗксӗрех кӳршӗсене федераци хысни мӗн чухлӗ уйӑрнине танлаштарнӑ. Мари Эла 600 миллион тенкӗ лекнӗ иккен, Тутар Республикине — 1 миллиарда яхӑн.

Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем шӑрҫаланӑ ҫырура ял хуҫалӑх продукцине кунта туса илекенсене федерацин суту-илӳ лавккисене хӑйсен продукцине сӗнме йывӑррипе ҫыхӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ытти ыйтӑва та хускатнӑ.

#политика, #пулӑшу, #укҫа-тенкӗ, #ял хуҫалӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем