Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Ачасем ҫутҫантӑка упрама, тасалӑхра тытма чӗнсе каланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.03.2014 20:06 | 1376 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑка упрама ачасене шкул саккинчех вӗрентеҫҫӗ. Куславкка район шӑпӑрланӗсем тавралӑха упрама, ӑна тасалӑхра тытма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫаксене вӗсем плакатсем ҫинче кӑтартнӑ.

Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗ «Экологи плакачӗ» район конкурсӗ ирттернӗ. Конкурс Куславкка районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумӗнче иртнӗ. Ӑна ачасене ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ытларах илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ.

Кокурсра тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен ӗҫӗсем пулнӑ. Унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те, аслӑраххисем те хастар хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни ӗҫ хӑйне евӗр пулнинчен тӗлӗннӗ. Кашни ача «Экологи» темине хӑйне евӗр ӑнланать-мӗн. Пейзажсем, юханшывсем, вӑрмансем… Кашни ӗҫ ҫутҫанталӑк илемне уҫса кӑтартать. Хӑшӗ-пӗри вара хулан ҫӳп-ҫаппа тулнӑ урамӗсене сӑнланӑ, тавралӑха тасатма чӗнсе каланӑ.

Район шайӗнче иртнӗ конкурса 16 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Чи хастаррисен йышӗнче: Куславккари 3-мӗш шкул, Тӗрлемес вӑтам шкулӗ, «Асамат кӗперӗ» ача пахчи… Конкурса пӗтӗмпе 150 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси членӗсем вӗсене пӑхса тухсан 6 номинацире 20 вырӑн пама палӑртнӑ.

Экологи плакачӗсен куравне И.Н.Лобачевский ячӗллӗ музей ҫуртӗнче уҫнӑ. Ҫавӑнтах ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Курава уҫнӑ чухне Куславкка район администрацийӗн ертсе пыракан специалисчӗ Т.А.Аликова, Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗн председателӗн ҫумӗ Т.Н.Тимофеева тухса калаҫнӑ. Кӑмӑл пуррисем курава ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

#Куславкка районӗ, #ҫутҫанталӑк, #Куславкка, #Тӗрлемес, #шкулсем, #ача пахчисем, #конкурссем

 

Комментари:

Migulaj // 3525.97.4916
2014.03.04 18:48
Căнӳкерчĕксем çинче http://gov.cap.ru/info.aspx?go...d=65&type=main&id=2722258 ют чĕлхепе çырнине çеç курма пулать. Апла пулсан ачасем çутçантăка упрама, тасалăхра тытма вырăсла чĕнсе каланă-ши? Е эпĕ йăнăшатăп?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем