Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Соцхутаҫ е укҫа. Хӑшӗ кирлӗреххине ҫак уйӑхра татса памалла

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.09.2014 06:54 | 1461 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Килес ҫул социаллӑ хутаҫпа е ун вырӑнне укҫ илессине федерации ҫӑмӑллӑҫисен ҫак уйӑхра татса памалла. Кунта сӑмах килес ҫул мӗн илсе тӑрасси пирки пырать.

Федераци ҫӑмӑллӑхҫисенчен чылайӑшӗ — сусӑрсем. Кунсӑр пуҫне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, тӗрлӗ хирӗҫ-тӑрура пулнисем, тӑлӑх салтак арӑмӗсем тата ытти хӑш-пӗр категори кӗрет.

Енчен те федераци ҫӑмӑллӑхҫи кӑҫал социаллӑ хутаҫ илсе тӑнӑ, ҫитес ҫул укҫа ҫине куҫас тет пулсан унӑн Пенси фончӗн районсенчи управленине кайса заявлени ҫырмалла. Е тата ҫапла та пулаять: халӗ укҫа илсе тӑнӑ тейӗпӗр, килес ҫул социаллӑ хутаҫ ҫине куҫасшӑн. Кун пек чух та ҫыннӑн Пенси фончӗн управленине ҫитсе заявлени ҫырмалла. Енчен те ҫӑмӑллӑхҫӑ нимӗн те ылмаштарас темесен унӑн ниҫта та кайса ҫӳремелле мар.

Пенси фончӗн Чӑваш Енти уйрӑмӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри федераци ҫӑмӑллӑхҫисенчен чылайӑшӗ укҫан илме кӑмӑл тӑвать. Хальхи вӑхӑтра кун пек категори 92 процент иккен. Социаллӑ пакет кирлӗ мар тесе заявленипе тухакансен йышӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 3,5 пинпе танлашнӑӗ Хӑшӗсем социаллӑ хутаҫа пачах илесшӗн мар, теприсем унӑн пӗр-пӗр пайӗ кирлӗ мар теҫҫӗ-мӗн. Укҫа вырӑнне социаллӑ пакет ҫине куҫас текенсем те сайра-хутра тупӑнаҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, социаллӑ хутаҫ виҫӗ пайран тӑрать, эмел, санаторипе курорт тата транспорт пайӗ. Социаллӑ хутаҫпа епле усӑ курассине харӑссӑн та палӑртма юрать е уннӑ пӗр-пӗр пайне суйласа илсе теприне укҫан саплаштарма ыйтма та май пур.

Социаллӑ хутаҫ хальхи вӑхӑтра 881 тенкӗ те 63 пуспа танлашать, ҫав шутра эмел пайӗ — 679 тенкӗ те 5 пус, санаторипе курорт пайӗ — 105 тенкӗ те 5 пус, транспорт пайӗ — 97 тенкӗ те 53 пус.

Халь каланине ансат чӗлхе ҫине куҫарсан, эмел пайӗ тенӗ ҫавна суйласан тухтӑр ҫырса панӑ рецептпа эмел тӳлевсӗр туянассине пӗлтерет, санаторипе курорт пайӗ ӑна тухтӑр сӗннипе санаторие канма кайма путевка илме пулӑшать, транспорт пайӗ — общество транспортӗнче тӳлевсӗр ҫӳреме. Ҫын ҫак ҫӑмӑллӑхсенчен пӗрне кӑна та, харӑс та суйласа илме пултарать. Социаллӑ хутаҫ вырӑнне укҫан та илме ирӗк пур.

Социаллӑ хутаҫпа пӗлтӗр хӑвӑр епле усӑ курнине пӗлес тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗнче регистрациленме юрать.

#укҫа-тенкӗ, #пулӑшу, #саккунсем, #эмелсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем