 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     Николай Ларионов-Йелмел 01.06.2009 13:02 | 1976 хут пӑхнӑ
Николай Ларионов-Йелмел 01.06.2009 13:02 | 1976 хут пӑхнӑ Хальлӗхе 1-мӗшӗ ҫеҫ-ха. Ун тиражӗ — 4 пин экземпляр. Проект авторӗ, укҫа-тенкӗпе тивеҫтерекенӗ, редакторӗ, издателӗ Дмитрий Кузьмин усламҫӑ ҫак кӗнекесене хӑвӑртрах сутса пӗтерсе ҫав укҫапа 2-мӗш томне кӑларма пикенесшӗн. 1-мӗш тома Ульяновск, Сарӑту, Пенза облаҫӗсенче пурӑнакан е ҫак регионсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ 1250 ҫынна кӗртнӗ. Ҫаплах ҫакӑнта вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсем, паллӑ вырӑнсем ҫинчен ҫырни пур кунта. Ҫавӑнпа кӗнеке ячӗ те ҫапларах: «Краткая чувашская региональная энциклопедия». 2-мӗш том валли те чылай ят пуҫтарнӑ ӗнтӗ.
Кӗнеке кӑларма патшалӑх пӗр пус та паман, уйрӑм усламҫӑсем ҫеҫ кӑштах пулӑшнӑ. Пӗтӗм йывӑрлӑхне вара Дмитрий Васильевич хӑй ҫине илнӗ: хӑй машинипе ялсем тӑрӑх ҫӳресе тивӗҫлӗ ҫынсен ячӗсене пуҫтарнӑ, укҫалла наборщик, корректор, верстальщик тупса ӗҫлеттернӗ.
Кӗнекене Шупашкарти типографире пичетленӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хасат
