Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.4 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Аслӑ Нагаткинра «Путене» конкурс фестиваль иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.11.2014 10:06 | 1868 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Чӗмпӗр облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткинра ачасен «Путене» конкурс фестивалӗ иртнӗ. Унта 45 пӗчӗк артист хутшӑннӑ. Конкурсҫӑсене виҫӗ номинацире палӑртнӑ: вырӑнти паллӑ поэтсен сӑввисене вуласси, хальхи вӑхӑтри тата халӑх юррисене юрласси, ташласси.

Фестивальте ытларах Валентина Тараватӑн сӑввисем янӑранӑ. Ку номинацире Полина Шигирданова, Елизавета Аюгова, Даниил Егоров малти вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Ульяна Ширтановӑпа Софья Долгова — иккӗмӗш, Анастасия Натюновӑпа Дарья Сандркина — виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Пӗччен юрлассинче Татьяна тата Анна Ржатӑсем мала тухнӑ. Ушкӑнпа юрласа вара Аслӑ Нагаткинри Лянкинсен «Хӗвел» ушкӑнӗ ҫӗнтернӗ. Ташӑ номинацийӗнче Ҫӗнӗ Улхашри «Хамӑр ял» мала тухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа чысланӑ, конверт тыттарнӑ. Жюрире Валентина Тарават та пулнӑ. Вал хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ:

— Ку — чӑвашсен пысӑк уявӗ. Ачасем тата аслисем пӗр-пӗринпе вырӑсла калаҫни пӑшӑрхантарчӗ ҫеҫ мар, чӗрене хытӑ ыраттарчӗ. Хисеплӗ ентешӗмерсем, капла эпир чӗлхене упраса хӑвараймастпӑр. Чӑвашӑн чӑвашлах калаҫмалла.

Вӑл кӗвве туйман пӗчӗк артистсене хӑйӗн патне вӗренме чӗннӗ. Валентина Трават шкул тата ача пахчин шӑпӑрланӗсене «Сенкер инҫет» кӗнекине парнеленӗ.

#чӑвашлӑх, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Аслӑ Нагаткин, #конкурссем, #фестивальсем, #Ҫӗнӗ Улхаш, #ачасем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kanash.su/1865.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем