Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кӗнеке парнелеме чӗнсе ҫыру шӑрҫаланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.02.2015 18:24 | 1299 хут пӑхнӑ
Культура

Культурӑра, литературӑра тата ӳнерте ӗҫлекенсен пӗр ушкӑнӗ ҫынсем сахал вуланишӗн пӑшӑрханнине пӗлтерсе ҫыру-чӗнӳ хатӗрленӗ. Хута вӗсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ-ха.

Ҫыру авторӗсем вулас туртӑм чакса пынишӗн хумханаҫҫӗ. Литература вара халӑхӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхӗн никӗсӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Ача-пӑча вулавӑшӗсен кивелсе пыракан фончӗсенче ҫамрӑк ӑру хӑйне кирлӗ ыйту хуравне тупмалли кӗнекесем сахал тесе шухӑшлаҫҫӗ ҫыру авторӗсем. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, ҫамрӑк ӑрӑва кӗнекепе кӑсӑкланатарс тесе темиҫе ҫул каялла республикӑн Министрсен Кабинечӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен конкурсне йӗркеленине те аса илнӗ. Унтан тӗрлӗ хӑтлав ирттернине асӑннӑ. «Ҫапах та пирӗн кӗнекесем вулакансем патне ҫитмеҫҫӗ. Шкулти тата муниципалитет вулавӑшӗсенче ача-пӑча кӗнеки сахал, уйрӑмах — чӑвашлисем», — тенӗ ҫырура.

Чӗнӳ авторӗсӗем ача-пӑча тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ытти кӗнекене, Чӑваш кӗнеке издательствин кӑларӑмӗсене туянса шкул тата муниципалитет вулавӑшӗсене, ача ҫурчӗсене парнелеме чӗнсе каланӑ.

Ку чӗнӗве вӗсем муниципалитет пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисен, предприятисемпе организацисен пуҫлӑхӗсен, тӗрлӗ шайри депутатсен, усламҫӑсен ячӗпе шӑрҫаланӑ.

Ҫыру айне СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ Морис Яклашкин, Чӑваш наци конгрессӗн президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров, Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Павлов, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн ертӳҫи Светлана Старикова, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем Юрий Артемьевпа Виталий Родионов, Ева Лисина ҫыравҫӑ алӑ пуснӑ.

#кӗнекесем, #вулавӑшсем, #ҫырусем, #парнесем, #ача ҫурчӗсем, #Чӑваш кӗнеке издательстви

 

Комментари:

Agabazar // 2787.81.1436
2015.02.19 06:15
Agabazar
Ҫырӑвне мӗншӗн... "шарҫаланӑ"-ши тата? Ҫырнӑ пулсан аванрах марччӗ-ши?
Agabazar // 2787.81.1436
2015.02.19 06:15
Agabazar
Ҫырӑвне мӗншӗн... "шарҫаланӑ"-ши тата? Ҫырнӑ пулсан аванрах марччӗ-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем