Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑрта пурӑнакан 6 ҫулти Марина Сафонеева сайра тӗл пулакан чирпе аптӑрать. Кун пеккисене «хрусталь ачасем» теҫҫӗ. Унӑн шӑмми час-часах хуҫӑлать, ҫавна май тӑтӑшах гипспа ҫӳреме тивет.
Марина питӗ савӑнӑҫлӑ та ӑслӑ ача. Пазл хӑвӑрт пуҫтарать. Выляма юратать. Шел те, унӑн диван ҫинче ҫеҫ куҫса ҫӳреме тивет. Пӗчӗскер ырату мӗнне ҫуралнӑранпах пӗлет. Унӑн шӑммисем амӑшӗн варӗнчех сиенленнӗ. Ҫуралнӑ чухне 8 аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ, 1-мӗш уйӑхрах пӗҫҫине сиенлетнӗ. Пӗчӗк Маринӑн шӑмми мӗн чухлӗ хуҫӑлнине никам та пӗлмест — нумай.
Вӑл амӑшӗпе час-часах Мускава сипленме ҫӳрет. Усси пур. Пӗлтӗр вӑл хӑй тӗллӗн ура ҫине пӗрремӗш хут тӑнӑ.
Анчах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Марина каллех пӗҫҫине хуҫнӑ. Сколиоз та пуҫланнӑ. Халӗ хӗрача утаймасть, тухтӑрсем операци тума сӗнеҫҫӗ.
Пӗчӗк Маринӑна операци тумалла. Клиника сахал ыйтмасть — 900 пин тенкӗ. «Коммерсант» тата rusfond.ru сайт 710 пин тенкӗ пухнӑ. Пӗр компани 140 тенкӗ куҫарса пама шантарнӑ. 50 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Ӑна пулӑшас тесен 5541 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ҫырса СМС-ҫыру ямалла. Хакӗ — 75 тенкӗ ҫеҫ. Анчах халӑх сурсан кӳлӗ типместех.
